Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
12 Сентябрӗн 2022, 22:16

Милĕк касрăмăр, çыхрăмăр, илемлĕ юрăсем шăрантартăмăр

Каярахпа хура мунча тума пуçланă. Халĕ ĕнтĕ нумайăшĕ шурăлла мунча тума тăрăшаççĕ.

Милĕк касрăмăр, çыхрăмăр, илемлĕ юрăсем шăрантартăмăр
Милĕк касрăмăр, çыхрăмăр, илемлĕ юрăсем шăрантартăмăр

Мĕн ĕлĕкрен чăваш халăхĕ мунча кĕрсе пурăннă. Мунчисем вара питĕ сайра çынсен çеç пулнă. Çĕр мунча пуррине те эпĕ астăватăп-ха. Ăна çĕр чавса тăррине витнĕ, урай вара çĕр пулнă. Шывне пысăк чÿлмексем çине тултарса кăмака умĕнче ăшăтнă. Пĕчĕк пулин те çак çĕр мунчара эпĕ те çăвăннă. Ку мунча вара хамăр кÿршĕрех Елизавета Алексеевасен пурччĕ.
Сăмах май çакна та каласа хăварас килет, çывăхра шыв пулман пирки, мунчасене шыв çывăхне лартма тăрăшнă.
Тата чул мунча та пулнă, ку вара çырмапа юнашарах, ту çумĕнчех ларать. Мунчана ушкăнĕ-ушкăнĕпе кĕнĕ. Халăх ĕçрен килсенех çак чул мунчана кĕме васканă. Çак чул мунча паянхи кунччен те пур. Лайăх шайра пулмасан та унăн чулĕсене курма пулать.
Каярахпа хура мунча тума пуçланă. Халĕ ĕнтĕ нумайăшĕ шурăлла мунча тума тăрăшаççĕ. Хуларан килекен хăнасем пачах та хура мунчана хĕпĕртеççĕ. Хура мунча сиплĕ-çке, вăл нумай чиртен пулăшать. Мунчине милĕксĕрех кĕмеççĕ-ха, пурте милĕк касаççĕ, хам та милĕк касма та, мунчара çапăнма та юрататăп.
Мĕншĕн тесен тутлă милĕк шăрши кăларни, çапăнни, ачи-пăчисене милĕкпе сăтăрни усси пурах пуль-ха.
Эпир те çак тĕллевпе пĕр хĕвеллĕ кун, вăрмана кайма пуçтарăнтăмăр. Пирĕн пултаруллă, хăйĕн ĕçне юратакан, "Çăлкуç" чăваш фольклор ушкăнăн ертÿçи Светлана Владимировна Трофимова тата ушкăна çÿрекен Валентина Сенькина, Мария Вахатова, Галина Игнатьева, Юлия Данилова пултăмăр. Калаçса пынипе, çутçанталăка тимхĕрсе илемĕпе киленсе пынипе вăрмана питĕ час çитрĕмĕр. Вăрмана çитиччен эпир питĕ йышлă утă тюкĕсем хушшипе утрăмăр. Ку пурлăх пире питĕ савăнтарчĕ. Çак хресчен хуçалăхĕ ертсе пыраканĕ тÿрĕ кăмăллă, тăрăшăмлă, хăйĕн ĕçне пĕлсе ĕçлекен Александр Николаевич Милютинăн. Ун çинчен ял-йышсем яланах ырăпа кăна асăнаççĕ. Вăл ертсе пыракан ĕçсем ăнсах пыраççĕ, апла пулсан малалла та ĕçĕсем ăнсах пыччăр.
Çакăн пек эпир Юманлăх вăрманне те çитсе ÿкрĕмĕр. Вăрман пирĕн питĕ илемлĕ, илĕртÿллĕ курăнса ларать, тем те ÿсет ку тăрăхра: хурăн, юман, пилеш, çăка, хыр, çеçкесем те пит илемлисем нумай. Ахальтен каламан пулĕ илĕртет вăрман, илĕртет уй-хир тесе. Эпир те ку илемлĕ тăрăха ахальтен килмерĕмĕр, милĕк касса çыхас тĕллевпе, ĕлĕхи йăла-йĕркине аталантарас шутпа.
Вăрман кĕрлесе тăрать, кайăксем хăйсен юррисене юрлаççĕ, эпир те çакна шута илсе, милĕк касрăмăр, çыхрăмăр, илемлĕ юрăсем шăрантартăмăр, шÿтлерĕмĕр.
Милĕке çыхнă чухне, тутлă шăрăш пултăр тесе, хушшине тутлă шăрăшлă курăксем метрÿшке, зверобой хушрăмăр. Милĕксене тĕрлĕ çыхаççĕ - хурăн çулçинчен, юманран, çăкаран тата вĕлтĕрен те хушаççĕ.
Милĕке тăм ÿкиччен касма тăрăшаççĕ, кая юлсан милĕк тусан вăл тăкăнма пултарать. Мунчара милĕкпе çапăнакансене тата ытти ял-йышсене те ырлăх-сывлăх сунатăп, вăрăм ĕмĕр, янанах мунча кĕрĕр, ан чирлĕр, милĕкпе çапăнăр, тутлă шăрăшлă пултăр мунчи! Ах, мунчи, мунчи! Питĕ киленсе милĕк çыхса, каç пулнине те сисмерĕмĕр. Милĕксене хулпуççи çине çакса, шăкăл-шăкăл калаçса килелле утрăмăр. Çакăн пек ăшă туйăмлă калаçусем, ларнисем, тĕлпулусем малалла та нумай-нумай аса илĕç.
Юлия Данилова,
Пăслăкри "Çăлкуç" ушкăнне çÿрекен.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Милĕк касрăмăр, çыхрăмăр, илемлĕ юрăсем шăрантартăмăр
Милĕк касрăмăр, çыхрăмăр, илемлĕ юрăсем шăрантартăмăр
Милĕк касрăмăр, çыхрăмăр, илемлĕ юрăсем шăрантартăмăр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: