Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
20 Октябрӗн 2022, 21:19

Юпа уйӑхӗ ҫитрӗ, тӗнчене пукравпа вӑл витрӗ

"Пукрава пырӑр!" фольклорлă каçхи улаха Пăслăкри Культура çуртĕнче Чӑваш халӑх фольклор ансамблӗн хутшӑнаканĕсем пухӑннӑ.

Юпа уйӑхӗ ҫитрӗ, тӗнчене пукравпа вӑл витрӗ
Юпа уйӑхӗ ҫитрӗ, тӗнчене пукравпа вӑл витрӗ

Авӑн уйӑхĕ килнӗ,
Хӑйпе пӗрле кӗркунне илсе килнӗ.
Юпа уйӑхӗ ҫитнӗ,
Тӗнчене пукравпа вӑл витнӗ.
Юпа уйӑхӗ ахаль мар,
Кӗрхи сӗтел пушӑ мар.
"Пукрава пырӑр!" фольклорлă каçхи улаха Пăслăкри Культура çуртĕнче Чӑваш халӑх фольклор ансамблӗн хутшӑнаканĕсем пухӑннӑ. Ҫак праҫник иртнӗ чух ӑна мӗнле ирттерни ҫинчен ҫамрӑксене ансамблӗн аслӑ солисчӗсем каласа панӑ. И.И. Васильева "ӑшша хупласси" йӑлана кӑтартнă, мӗншӗн тесен шӑпах Пукравра чӑвашсем купӑста кукӑлӗ пӗҫернĕ, пÿрт кӗтесĕсене татӑксем хунă, урӑхла каласан, ӑшша хупланă. Ю.А. Данилова ачасене православи праҫникне ытти халӑхсем мӗнле уявлани ҫинчен каласа панă. Паллах, купӑста, палан, тӑпӑрч, панулми кукăлĕпе тутлӑ шӑршлӑ сĕтлĕ курӑк чейӗ ӗҫнĕ ҫак кӗрхи илемлӗ каҫ.
#Пукрав#Чувашскийпокров#Фольклорныепосиделки#вечорка#Ҫӑлкуҫ#БазлыкскийСМФК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Юпа уйӑхӗ ҫитрӗ, тӗнчене пукравпа вӑл витрӗ
Юпа уйӑхӗ ҫитрӗ, тӗнчене пукравпа вӑл витрӗ
Юпа уйӑхӗ ҫитрӗ, тӗнчене пукравпа вӑл витрӗ
Юпа уйӑхӗ ҫитрӗ, тӗнчене пукравпа вӑл витрӗ
Юпа уйӑхӗ ҫитрӗ, тӗнчене пукравпа вӑл витрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: