Çутă çул
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
8 Ноябрӗн 2022, 21:14

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Матрешкăсен вăййи" пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ

Ачасем хӑйсен вӑхӑтне савӑнӑҫлӑ, интереслӗ ирттернĕ.

Раҫҫейри халӑхсен культура еткерӗн çулталӑкӗ шайӗнче Çирĕклĕри ял клубӗнче "Матрешкăсен вăййи" пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ.
Мероприяти хӑнисем Матрешка Раççее килсе кӗнин историне пӗлнĕ. Юратнӑ вырӑс теттисен йӑхӗн пуҫлӑхӗ Мамонтовсем инҫетри Японисен Хонся утравӗнчен илсе килнӗ пӗчӗк те ырӑ кӑмӑллӑ, хӗсӗк куҫлӑ старикрен Фукурумаран пуçланнӑ. Тинӗс леш енчи теттене курсан вырӑс мастерӗсем вырӑс характерлӑ, чунлӑ тӑван теттене тума шутланӑ. Ҫапла 1900 ҫулта пӗрремӗш матрешка тухнӑ, вӑл Парижри Пӗтӗм тӗнчери выставкӑра тӳрех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Программăна хутшӑнакансем хӑйсен фантазине, тавҫӑрулӑхне тата пултарулӑхне "Эпӗ савăнăçлă матрешка", " Кам хӑвӑртрах", "Пуплеве вӗҫле" конкурссенче кӑтартнӑ.
Ачасем хӑйсен вӑхӑтне савӑнӑҫлӑ, интереслӗ ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Матрешкăсен вăййи"  пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче "Матрешкăсен вăййи"  пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче "Матрешкăсен вăййи"  пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче "Матрешкăсен вăййи"  пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче "Матрешкăсен вăййи" пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: