Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
14 Ноябрӗн 2022, 20:51

Ҫӑпата ҫыхакансен мастер-класĕ

Ăстаçă-класа хутшăнакансем пурте ҫӑпата тума хӑтланса пӑхнă.

Ҫӑпата ҫыхакансен мастер-класĕ
Ҫӑпата ҫыхакансен мастер-класĕ

Ӗлӗк ҫӑпата ҫыхни ирӗксӗрех промысел пулса тӑнӑ. Материал йӳнӗ, хӗллехи каҫсем ялта вӑрӑм пулнă. Пушӑт е кантăр сÿс - хресченсем ал айӗнче мӗн пурринчен атӑ-пушмак тунă. Кунаккăл ялĕнче те ҫӑпата тăвакан ӑстасем пулнӑ. Анчах халӗ ҫак ремеслӑна маннӑ, интернет урлӑ вĕренме тивет. Кунаккăлти культура ҫуртӗнчи мастер-класа хутшӑнакансем ҫак ӗҫӗн никӗсне вӗренсе ҫитнӗ. Мероприяти валли линолеум татӑкӗ, хачӑ, йывӑҫ калӑп кирлӗ пулнӑ. Ăстаçă-класа хутшăнакансем пурте ҫӑпата тума хӑтланса пӑхнă.
#ГодКультурногоНаследия
#КунакуловскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.

Ҫӑпата ҫыхакансен мастер-класĕ
Ҫӑпата ҫыхакансен мастер-класĕ
Ҫӑпата ҫыхакансен мастер-класĕ
Ҫӑпата ҫыхакансен мастер-класĕ
Ҫӑпата ҫыхакансен мастер-класĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: