Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
24 Ноябрӗн 2022, 22:20

Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе наградӑланӑ.

Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă
Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Оренбург облаҫӗнчи Абдулин районӗнчи Кăрминчи культура çуртĕнче иккӗлле уяв иртнӗ "Ял клубне 55 ҫул" тата "Кĕр сăри". Унта Абдулин хула округĕн тата Пишпÿлек районӗнчи коллективсемпе солистсем хутшӑннӑ. Пишпÿлек районӗнчен уява Ситекпуҫĕнчи культура çурчĕн "Тӑванлӑх" фольклор коллективӗпе Ситекри культура çурчĕн фольклор коллективӗ хутшăннă.
Уява мероприятине хутшӑнакансем пурте пĕрле юрласа "Тăван сăри" юрӑпа уҫнӑ.
Уяв шайӗнче "Чи лайӑх сӑра ӑсти" конкурс тата "Оригиналлӑ кукӑль" конкурсĕ ирттернĕ. Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен кулинари шедеврӗсене тӗрлӗ тултарупа кăтартнă. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе наградӑланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă
Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă
Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă
Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă
Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă
Ситекпуçсемпе ситексем хăнара пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: