Ситекпуçĕнчи библиотекăра ҫамрӑк ҫынсем валли пукане-мотанка хатӗрлекен пултарулӑх мастерскойӗ ӗҫленӗ. Пукане-мотанка - славянсен йӑлана кӗнӗ тетти тата управçи. Пукане-мотанка е ӑна ҫыхӑ пукане теҫҫӗ пулсан та, явмалли ятарлӑ техникӑна пула хӑй ятне илнӗ. Кун пек пайӑн историйӗ пилĕк пин ҫула яхӑн шутланать, пукане вара нумай халӑх хушшинче паллӑ пулнӑ.
Славян пуканисемпе интерьера илемлетнĕ е ача чухне вылянă ҫеҫ мар, вӗсем пирӗн мăн асаттесен пурнӑҫӗнчи, социаллӑ тата харпӑр хӑй пурнӑҫӗнче яланах питӗ вӑйлӑ пулӑшнă. Пуканесене, сӑмахран, Çӑварни уявӗ ячӗпе е Иван Купала кунӗ валли, ҫемьери событисене палӑртма, туй е ача ҫуратмалли символсем туса ирттернĕ, ҫавӑн пекех тăнăçлăх, сывлӑх, тулӑх, юрату управҫисем пулса хатӗрленĕ. Ҫав кӑткӑс мар пуканесем тунă чухне, шухӑша кайса, эпир вӗсенче темӗнле шухӑшсем, хамӑрӑн вӑй-хала, ӑшша, хамӑр чӗресен ырлӑхне хыватпӑр, тен, вӗсем ҫавӑнпа тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ те пулӗ...
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.