Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
19 Декабрӗн 2022, 20:45

Вырӑс фольклорӗн тӗнчи

Ачасем ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем ҫинчен нумай пӗлнĕ, вырӑс фольклорӗ ҫинчен хӑйсен пӗлӳ тавракурӑмне анлӑлатнă.

Вырӑс фольклорӗн тӗнчи
Вырӑс фольклорӗн тӗнчи

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти 1-мӗш класра (класс ертӳҫи Г.К. Султанова) районти тӗп библиотекарьсем вырӑс фольклорӗн пуян та интереслӗ тӗнчине халалланӑ пӗлӳ мероприятийӗ ирттернӗ. Вырӑс фольклорӗ питӗ пуян та тӗрлӗ тӗслӗ пулнине ачасем пӗлнĕ. Юрӑсем, йӑпанусем, ятсем, пули-пулми япаласем, такмаксем, васкавлӑ сӑмахсем, ваттисен сăмахĕсем, юмахсем, юптарусем - халӑх пултарулӑхӗн тӗнчине кӗрекен хӑйне евӗрлӗ литература произведенийӗсен тулли мар переченӗ. Вӗсем пулӑшнипе пирӗн асаттесем хӑйсен ачисене халӑх ӑслӑлӑхне хӑнӑхтарса, вӗрентсе ӳстернӗ.
Вӑйӑ формипе мероприятие хутшӑнакансем "ҫула тухса кайнă", станцисенче чарӑнса тӑрса тӗрлӗ заданисем пурнӑҫланă. Ачасем вырӑс халӑх юмахӗсене, хаваслӑ кулăшсене, юрӑсене хаваслансах аса илнĕ, пӗлӳ конкурсӗсене хутшӑннă. Пуринчен ытла кулӑшла япаласем пурне те килӗшнĕ. Ачасем ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем ҫинчен нумай пӗлнĕ, вырӑс фольклорӗ ҫинчен хӑйсен пӗлӳ тавракурӑмне анлӑлатнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Вырӑс фольклорӗн тӗнчи
Вырӑс фольклорӗн тӗнчи
Вырӑс фольклорӗн тӗнчи
Вырӑс фольклорӗн тӗнчи
Вырӑс фольклорӗн тӗнчи
Вырӑс фольклорӗн тӗнчи
Вырӑс фольклорӗн тӗнчи
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: