Çветке юмӑҫĕсем ӗлĕхи, суя тӗнлӗ Раççейрен килнӗ. Хӗллехи хӗвел ҫутинче юмӑҫ пӑхни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Кистенлĕри Культура ҫуртӗнче ҫулсерен Çветке юмӑҫĕсем ирттереҫҫӗ, вӑл Сурхурин авалхи уявне лекет. Ку календарь ярӑмӗн пӗрремӗш праҫникӗ – чӑвашсен ҫӗнӗ ҫулӗ, вӑл юмӑҫсӑр иртмест.
Ҫамрӑксемшӗн, уйрӑмах хӗрсемшӗн, юмӑҫ-юмах ҫветтуй каҫӗсен тӗп пӗлтерӗшӗ пулса тӑраççĕ. "Çветке-юмӑҫ" пӗлӳ программинче асамҫӑсен тӗсӗсемпе, нартукан ирттересси ҫинчен калакан легендӑпа паллаштарнă. Пур хутшăнакансемпе те нартукан ункисем ҫинче юмӑҫ йӗрки ирттернӗ, пӗрчӗсем ҫинче, вут-шанкă пÿленкисем ҫинче юмӑҫ пӑхнӑ.
Фольклор юррисем, такмаксем янӑранă. Юлашкинчен "Пирӗн асаннесен вӑййисем" вӑйӑ программи иртнӗ.
#Пушкинская_карта
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри культура ҫурчĕн социаллă сетьри страницинчен.