Çветке кунĕсем – тӗлӗнтермӗш вӑхӑт. Çветке йӑла-йӗркисен шутне ҫынсем хӑйсен пуласлӑхне мӗнле те пулин уйрӑм паллӑсем тӑрӑх пӗлме тӑрӑшса юмӑҫ пăхни кӗрет. Юмӑҫ пӑхни Ҫветкен тӗп вӑййисенчен пӗри, уйрӑмах хӗрсен. Хӗрсем Çветке кунӗсенче пухӑнаççĕ те пуласлӑха хӑрах куҫпа та пулин курма тӑрӑшаççĕ. Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗнче каҫалапа хӗрсем юмӑҫсен хӑш-пӗр тӗсӗсемпе паллашнă.
Унтан ҫуртасем ҫинче юмӑҫ пӑхма шут тытнă, малашне мӗн кӗтнине пӗлме тӑрӑшнă. Хӗрачасем парне кӳме пӗчӗк кӗлеткесем илнĕ, вӗсем михӗрен пӑхмасӑрах туртса кӑларнă вĕсене – ку та юмӑҫ, вӗсем мӗне пӗлтернине хăйсем шухӑшласа пĕлĕç.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.