-6 °С
Уҫҫӑнах
Ăхпуçĕнчи библиотека умӗнчи площаде ҫамрӑкки те, асли те сарлака Ҫӑварни уявне паллӑ тума пухӑннӑ. Ял ҫыннисем тӗрлӗ хаваслӑ вӑйӑсемпе конкурссене хутшӑннӑ, хӑйсен хастарлӑхне кӑтартнӑ. Пылак парнесемсӗр никам та юлман. Уявра Приютово, Пелепей тата Михайловка хӑнисем пулнă. Вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн пурте пӗр харӑс библиотекӑна ялти хӗрарӑмсем пӗҫернӗ тутлӑ икерчӗсемпе тата пылак апат-çимĕçпе чей ӗҫме кӗнĕ.
Праҫник вӗҫӗнче, кӑшкӑрашса, Ăхпуçĕнче пурăнакан çамрӑксем Çăварни кӗлеткине ҫунтарса янă, пӗр-пӗрне пӗтӗм тӗнчипе сывлӑх тата тӑнӑҫлӑх суннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.