Февралӗн 26-мӗшӗнче Пишпÿлекри Культура керменĕн "Вдохновение" вырӑс халӑх юррин хорне хутшӑнакансем "Ҫӑварни" уяв-хĕл ăсату ирттернĕ.
Хӗл вӗҫленет, ҫуркунне пуҫланать. Кунсем вӑрӑмланнӑҫемӗн ҫуталать, сенкер тӳпере ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫутатать. Руçьре ҫав вӑхӑтра халӑх вӑййисем ирттернӗ. Ҫак уява Ҫӑварни тенӗ. Уявра икерчӗ, славянсен авалхи символӗ - хӗвелпе ӑшӑ символӗ пулнӑ.
"Вдохновение" хора хутшӑнакансем те хӗле ăсатмалли уяв тунă. Ҫӑварни ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене, такмаксене, юрӑсене аса илнĕ, вӑйӑсем вылянă: "Тӗл лектер", "Канат карӑнтартӑмӑр", вырӑссен Ҫуркуннене халалланă сатур ташшисемпе вӑййисене ташланă. Уяв вара хӑйсемех пӗҫерсе илсе килнĕ тутлӑ икерчӗпе, кукӑльпе чей ӗҫнипе вӗҫленнӗ. Тутлӑ рецептсемпе пайлашнă та пурте чаплӑ уявпа кӑмӑллӑ пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.