Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
25 Мартӑн 2023, 12:22

Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ

Мероприятие ӑшӑ лару-тӑрура ирттернӗ, ӑна хутшӑнакансене савӑнӑҫлӑ хутшӑну тата лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.

Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ
Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ

Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Çирĕклĕ клубӗнче ҫуркуннене, тӑрисем вӗҫсе килнине халалланӑ тематикӑпа пӗлӳ программи иртнӗ.
Ертсе пыракан ачасене славянсен авалхи уявӗн историйӗ ҫинчен каласа панă. Раҫҫейре шӑпах ҫак вӑхӑтра ӑшӑ ҫӗршывсенчен тӑрисем вӗҫсе килеҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн вӗҫен кайӑксем те хӑйсен ҫуначӗсемпе ҫуркунне илсе килеҫҫӗ тесе шутланӑ.
Йӑла тӑрӑх ачасем тӑварлӑ чустаран пӗчӗк кайӑк - тӑрисем тунӑ.
Малалла ачасемпе пӗрле ҫуркуннене чӗнме урама тухнă. Ачасем чустаран тунă тӑрисене илсе ҫӳлелле ывӑтнă, камăн ҫӳлерех вӗҫсе хӑпарать, çавăн пуринчен те ытларах ӑнăçу пулать.
Мероприятие ӑшӑ лару-тӑрура ирттернӗ, ӑна хутшӑнакансене савӑнӑҫлӑ хутшӑну тата лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.
Ҫуркуннене кӗтсе илетпӗр, хаклӑ тусӑмсем!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ
Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ
Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ
Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ
Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ
Тӑрисем ҫуркуннене чӗнеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: