Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
16 Августӑн 2023, 10:58

Августри виçĕ Сăпас

Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн мероприятине хутшӑнакансем Сăпассен уяв историйӗпе паллашнă.

Августри виçĕ Сăпас
Августри виçĕ Сăпас

Август ҫутҫанталӑк парнисене тата тырпул пухса кӗртессине халалланӑ уявсемпе пуян. Ҫав вӑхӑта халӑхра "Виҫӗ Сăпас – виҫӗ запас" теҫҫӗ, Пыл сăпасне – августӑн 14-мӗшӗнче, панулми сăпасӗ — августӑн 19-мӗшӗнче, уйӑх вӗҫӗнче, 29-мӗш числара — Мӑйӑр сăпасĕ тесе палӑртаҫҫӗ. Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн мероприятине хутшӑнакансем Сăпассен уяв историйӗ, ҫав уявсен паллисемпе халӑх йӑли-йӗркисем ҫинчен сахал пӗлтерӗшлӗ те илӗртӳллӗ фактсемпе паллашнă. Юмахсен тупсӑмĕсене тупнă, пурте пӗлекен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсене аса илнĕ. Юлашкинчен дегустаци иртнӗ: ҫӗнӗ панулмипе пĕçернĕ шарлоткӑ, тутлӑ кукӑльсем, панулми пюри, пыл тутаннă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club114831475

 

 

Августри виçĕ Сăпас
Августри виçĕ Сăпас
Августри виçĕ Сăпас
Августри виçĕ Сăпас
Августри виçĕ Сăпас
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: