Халӑхӑн юратнӑ кĕрхи уявӗсенчен пӗри - Таса Турӑ Амӑшӗ Хӳттийӗ. Уяв ятне ҫӗре витекен пирвайхи юрпа ҫыхӑнтараҫҫӗ, хӗллехи сивӗсем ҫывӑхрине кӑтартса параҫҫӗ.
Витӗнкӗҫ кӗркуннен тӗп уяв пулнӑ, мӗншӗн тесен тырпул пухса кӗртесси вӑл вӑхӑталла вӗҫленнӗ. Кун пек кун хӑналанма, хӗрхенме пӑрахас йӑла ҫук.
Çирĕклĕ ял клубӗнче ҫак уява уявлама ырӑ йӑла пулса тӑнă.
Мероприятие ертсе пыракансем уяв мӗнле пулса кайни ҫинчен, йӑла-йӗркепе халӑх паллисем ҫинчен, ӗлӗк ҫак уява мӗнле хатӗрленни ҫинчен, Таса Туррӑн Праҫникне мӗнле уявлани ҫинчен каласа панă. Мероприятие хутшăнакансем ваттисен сăмахĕсене, каларăшсене аса илнĕ.
Уяв килти ӗҫкӗ-ҫикӗпе те пылак апатпа вӗҫленнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128