Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
10 Кӑрлач , 11:30

Çӗтӗк-ҫатӑкран упракан пуканесем тума вĕреннĕ

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Пушкин картти" программа шайӗнче ҫӗтӗк-ҫатӑкран пуканесем ӑсталакан мастер-класс пулнӑ.

Упракан-пуканесене иртнӗ кунсен пуянлӑхӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ӗлӗк вӗсем кашни ҫуртӑн обязательнӑй атрибучӗ пулнӑ. Анчах, чӑннипе илсен, ҫак уйрӑм алӗҫ амулечӗсем паян та пулма пултараҫҫӗ.

Мастер-класс пуҫланас умӗн ертсе пыракан ачасене хальхи обществӑра халӑх пуканин пӗлтерӗшӗпе, ҫӗтӗк-ҫатӑкран пуканесем тӑвассин историйӗпе тата принципӗсемпе паллаштарнă.

Пуканесем туни чи интереслӗ самант пулнă. Ачасене темиҫе татӑк пир, тӗрлӗ тӗслӗ ҫип, кăштах творчество ҫеҫ кирлӗ пулнă — пукане хатӗр те. Ҫавна май вӗсем упракан пукане, ҫавӑн пекех хӑйне евӗрлӗ парне хатӗрлеме вӗреннӗ.

Пуканесем ҫутӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тата ырӑ пулса тӑнă. Мастер-класс туслӑ лару-тӑрура иртнӗ, пурте лайӑх туйăмсем илнĕ.

#Пушкинскаякарта

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/event135580128

Çӗтӗк-ҫатӑкран упракан пуканесем тума вĕреннĕ
Çӗтӗк-ҫатӑкран упракан пуканесем тума вĕреннĕ
Çӗтӗк-ҫатӑкран упракан пуканесем тума вĕреннĕ
Çӗтӗк-ҫатӑкран упракан пуканесем тума вĕреннĕ
Çӗтӗк-ҫатӑкран упракан пуканесем тума вĕреннĕ
Çӗтӗк-ҫатӑкран упракан пуканесем тума вĕреннĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: