Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Йăла-йĕрке
2 Мартӑн 2024, 09:01

Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать

Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать.

Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать
Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать

Паянхи пурнăçра техника çĕнĕлĕхĕсем анлă сарăлнă пулсан та çын кун-çулĕнче ăруран ăрăва куçса пынă халăх йăли-йĕркисем хăйсен пысăк пĕлтерĕшне çухатман. Мĕншĕн тесен тăван халăх йăли-йĕркисем халăх астăвăмĕ шутланаççĕ. Çакă вара пире ытти халăхсенчен уйăрса тăрать‚ вăхăтпа ăру çыхăнăвне тата кăмăл-сипет пулăшăвне‚ пурнăç тĕревне туйса илме пулăшать.
Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать.
Ниме - пысăк та йывăр ĕç тунă чух пĕр ял çыннисем ушкăнпа пулăшу пани. Унăн йăлин истори тымарĕ тарăн пулин те чăвашсем ăна темиçе пин çул хушши упраса пирĕн пата çитернĕ. Çак йăла пирĕн халăха пулăшнă‚ упранă. Ял çыннин пурнăçĕнче хуçалăхри пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама ушкăн пулăшни кирлĕ. Сăмахран‚ вăрман касмалла-и‚ çурт хăпартмалла-ие тăкăнса тăракан тухăçа вăхăтлă пуçтарса илмелле-и... Шăпах çакăн пек самантра ниме йĕркеленĕ те. Паянхи кун та ял çыннисем йывăр ĕçе çак ырă йăлана тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Нимене арçынсем кăна мар‚ хĕрарăмсем те пухăннă. Вĕсем çуртри ĕçсене ушкăнпа пурнăçланă.
Асăннă йăла-йĕрке паянхи кун та сывă пулнине‚ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманнине Ситек ялĕнче те çирĕплетсе панă. Ситек ялĕнчи «Асанне арчи» НКЦ çумĕнчи «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕн пайташĕсем çăм нимине йĕркелерĕç. Пĕрисем сурăх çăмне алăпа ятарлă туртрĕç‚ теприсем арланă. Виççĕмĕшсем вара çиппе пĕтĕрнĕ. Хĕрарăмсем пĕр вăхăт ĕçлесен‚ алăсене‚ куçа кантармалла пурте пĕрле техĕмлĕ курăк чейĕ ĕçсе киленчĕç‚ çамрăклăха аса илчĕç. Чăвашсен ĕç вăхăтĕнчи кану саманчĕсем кĕвĕçемĕсĕр иртменни пуриншĕн те паллă. Ситексем те çакна асра тытса ĕлĕкхи чăваш юррисене шăрантарчĕç. «Асанне арчи» Наци культура центрĕнче ăшă та кăмăллă лару-тăру пулнă пирки нимеçĕсем вăхăт шунини те сисмерĕç‚ ывăннине те туймарĕç. Мероприяти вĕçленсен те килĕсене саланма васкамарĕç.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситек ялĕнчи "Асанне арчи" наципе культура центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public183911692

 

 

Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать
Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать
Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать
Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать
Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать
Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать
Автор:
Читайте нас: