Ҫуркунне мӗнрен пуҫланать? Паллах, хӗле ăсатнинчен. Ҫӑварни эрнинче ҫынсем хӗле ăсатаççĕ, ҫуркуннене кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫӑварни — халӑхӑн чи хаваслӑ, шавлӑ, юратнӑ уявӗ. Ҫак уявӑн символӗ -хӗвел, икерчӗ, Ҫӑварни кӗлетки.
"Дюймовочка" ача садĕнче Ҫӑварни уявне ирттересси ырӑ йӑлана кĕнĕ.
Кӑҫал та ачасем вӑл пуҫланасса чӑтӑмсӑр кӗтнĕ. Мероприяти ҫап-ҫутӑ, интереслӗ те савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ачасем Скоморохпа тата Хӗллепе пĕрле вӑйӑ вылянӑ, тӗрлӗ вӑйӑсенче хӑйсен тавҫӑрулӑхӗпе хӑвӑртлӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Пур вӑйӑсенче те туслӑх ҫӗнтернӗ! Никама та кичем пулман, пурте савӑннӑ кӑна! Ачасен куҫӗсем савӑнăçлă пулнă, пичӗсем ҫинче ҫуркуннехи пек ӑшӑтакан хӗвел ҫутинче кулӑ ҫиҫнĕ.
Ҫӑварни эрнин йӑли-йӗркисемпе - улахсемпе, икерчӗпе тата анлӑ уҫӑлса ҫӳренисемпе - пуринпе те интересленмен çын Раҫҫейре ҫук пулӗ. Пӗчӗкренех ачасене вырӑс халӑх йӑли-йӗркисене хӑнӑхтарни кирлӗ. Пирӗн уява халӑх колоричӗпе тулнӑ: вырӑс халӑх кӗввисемпе костюмӗсем, ташӑсем, вӑйӑсем, кулăшсем. Уяв вӗҫленес умӗн Ҫуркунне ачасене нумайранпа кӗтнӗ тутлӑ та тутлӑ икерчӗсемпе хӑналанă.
Сывлӑх, ырлӑх тата тутлӑ икерчӗ,
Хӗвел ӑшшипе телейлӗ кунсем,
Мир, канлӗх, савӑнӑҫ сунатпӑр,
Ҫӑварни уявӗпе пурне те саламлатпӑр!
#Масленица24
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640610