Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
18 Мартӑн , 13:32

Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӑварни эрнин юлашки кунӗнче, Ситекпуçĕнчи Культура ҫурчӗ патӗнче ҫитӗннисемпе ачасем хаваслансах уява хутшӑннӑ.

Мероприяти чӑн-чӑн праҫникри пек, хӗвеллӗ те позитивлӑ пулнă, культура учрежденин хастарӗсемпе работникӗсем хӑйсен тухса каланисемпе илемлетнĕ, ҫынсене тивӗҫлӗ эмоцисемпе тата ырӑ кӑмӑл-туйӑмӗсемпе авӑрланă. Ял ҫыннисем хӑйсем те нумай тӑрӑшнă: ташлама хатӗррисем, халӑх уявӗн пӗтӗмӗшле атмосферине ырланă. Йӑпанмалли программӑна кулӑшла конкурссем йӗркеленӗ: вӑйӑ картисем, канат туртни, ухват чӳлмекне ҫӗклесе каҫни, тулли витресемпе кĕвентепе шыв йӑтса ҫӳрени, кире пукан ӑмӑртӑвӗсем, ташӑсем тата, паллах, чун-чӗре такмакӗсем. Вырӑс халӑх традицийӗ тӑрӑх хӑналанмасӑр та иртмен, вӗсене пула пур ҫулсенчи ҫынсем те савӑннӑ. Лайӑх кăмăл-туйăм нумай парнеленĕ - кунӗ питӗ лайӑх пулнă!
Çӑварни кӗлеткине ҫунтарни пирӗн куна ҫитнӗ тӗп йӑласенчен пӗри. Кӑҫалхи хӗле ăсатни те мĕлкесĕр иртмен.
Халӑх вӑййисен спонсорӗсене - Киров ячӗллӗ кооператива, Валерий Павловăн КФХне, Юрий Митрофановăн форель фермине, Анна Агееван ИПне , Пишпÿлек ял совет депутатне Роман Тиманкина - пысӑк тав.
Тутлă икерчӗсемшӗн Альбина Кошкинана, Надежда Иванована, Татьяна Гордеевана, Елена Михайлована пысăк тав.
Мĕлке тунӑшӑн Ольга Алексеевана,
Дима Семенова ачасене лашапа ярӑнтарнӑшӑн тавтапуҫ.
Пӗрле эпир - вӑй !
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sp_bizh

Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Эх, ташла, халӑх! Ситекпуçсем хӗллене хавассӑн ăсатса янă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: