Ҫӑварни вӑл — хаваслӑ, шавлӑ, пурте юратакан уяв.
Ҫӑварни эрнинче ҫынсем хӗле ăсатаççĕ, ҫуркуннене кӗтсе илеҫҫӗ. Кистенлĕри Культура ҫурчӗн уявӗнче куракансене икӗ персонаж Хӗлпе Çуркунне савӑнтарнӑ, шӳтлӗ хаваслӑ юмахсем, ӗлӗк-авалхи Ҫӑварни уявӗ ҫинчен викторина, ҫӑварни эрнин кашни кун ячӗсемпе паллаштарнӑ.
"Халӑх васка, Ҫӑварни сывпуллашать!" уяв ташӑсемпе, вӑйӑсемпе, кулăшсемпе юрласа иртнӗ. Уявӑн чи ҫутӑ тӗсне — мĕлкене ҫунтарнă. Ҫулӑмпа пӗрле пур кӳренӳсем те, хурлӑх та, хуйхӑ-суйхӑсем те иртсе кайччăр.
Мероприяти питӗ лайӑх иртнӗ, пурин те хаваслă кăмăл-туйăм нумай пулнă.
#Традиции_обряды
#Широкая_масленица
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри ял Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.