+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Панулми спасне Руçьре ҫу кунӗн тӗп уявӗ тесе шутланӑ. Кӑнтӑрла панулми квасӗпе компотне ӗҫнĕ, панулми кукăлĕ ҫинĕ, сӑрт ҫинчен панулми кустарнă. Каҫхине уҫланкӑсене тухнă, юрланă, вӑйӑсем вылянă. Панулми чи лайӑх эмел шутланать — вăл витаминсемпе пуян. "Панулми спасĕ" — Ҫӗнелни, панулми ҫеҫ мар, ытти ҫимӗҫсемпе пахча ҫимӗҫсен уявӗ.
Çирĕклĕ клубӗнче "Панулми спасӗ — хаваслӑ сехет" программа иртнӗ. Ачасем мероприятие питĕ хастар хутшӑннă. Питӗ шавлӑ, хаваслӑ, никам та кăмăлсăр юлман. Уяв вӗҫӗнче ачасем тутлӑ парнесем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.