Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
2 Ноябрӗн , 13:21

Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ

"Кӗр сӑри" — хресчен ӗҫне хӑйне евӗрлӗ гимн.

Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ
Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ

Пишпÿлек районӗнчи чӑваш халӑхӗ наци уявӗсене тирпейлӗн упрать, хисеплет, хӑйӗн халӑхӗн авалхи йӑлисене упрать. Ҫавӑн пек йӑлана кӗнӗ уявсенчен пӗри авалтанпах "Кӗр сӑри" йӑла уявӗ пулнӑ. "Кӗр сӑри" — хресчен ӗҫне хӑйне евӗрлӗ гимн. Уй-хиртен тата пахчасенчен пуçтарса кĕртнĕ тухăç уявӗ. Чӑваш наци культурин ҫулленхи районти "Кĕр сăри" уявне йӗркелекенсем Культура керменӗн методика кабинечӗн ӗҫченӗсем тата районти Чăвашсен канашĕ пулса тăраççĕ. Унта пултарулӑх коллективĕсем, чӑваш халӑхӗн культурине кӑтартакан декоративлă прикладной пултарулӑх ӑстисем хутшӑнаҫҫӗ.
Чӑваш кĕввипе юрри ҫеммипе Культура керменӗн фойинче уяв иртрӗ. Ҫак уяв шайӗнче виҫӗ конкурс иртет: "Чи лайӑх сӑра ăсти" чӑваш сӑрине хатӗрлекенсен конкурсĕ; "Пур ӗҫе те ӑста" декоративлă прикладной пултарулӑх изделийӗсен куравĕ; чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗсен пултарулӑх презентацийӗ "Кулинари ӑсти". Чи лайӑх сӑра ӑстине палӑртнӑ чухне конкурса йӗркелекенсем кашни сăрана уйрӑм номер параҫҫӗ. Дегустаци вӑхӑтӗнче хӑнасем хӑйсен жетонӗсене кӑмӑла кайнӑ шӗвексемшĕн параҫҫӗ. Пухнӑ жетонсен шучӗпе ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртаҫҫӗ. Ку хутӗнче сӑра вĕретес ӑсталӑхне 11 ҫын хутшăннă.
Хисеплӗ хӑнасене ҫӑкӑрпа сарӑпа кӗтсе илеҫҫӗ, Ситекпуç тата Кистенлĕпуç Культура çурчӗсен пултарулӑх артисчӗсем чӑваш юррине чунтан-чӗререн юрлаҫҫӗ. Хăнасем сăрасем лартнă сĕтелсене çаврăнса пӑхаҫҫӗ, унтан илемлӗ те чаплӑ, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе чӑваш "шеф-поварӗсен" кулинари шедеврӗсемпе тулли сĕтелсем тавра ҫаврӑнаҫҫӗ. Аш-какай, пахча ҫимӗҫ, пӗҫернӗ тĕрлĕ апат-ҫимӗҫпе тӑхӑр сӗтел хуҫӑлса анас пек тăрать.
Район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен заместителӗ Алексей Данилов пурне те "питӗ лайӑх кӑмӑл-туйӑм, хаваслӑх, сӗтелсем яланах тутлӑ апат-ҫимӗҫпе тули пултăр, халӑхӑн ырӑ йӑли-йӗркисем манăçа ан тухчӑр, пирӗн ачасене ӑруран ӑрӑва куҫса, йышлӑланччӑр", тесе сунчĕ.
- Ҫирӗм ҫул каялла эпир районта пурӑнакан тӗп пилӗк национальноҫ представителӗсем хушшинче ҫакӑн пек мероприятисем ирттерме пуҫларӑмӑр. Паян эпир пурте чӑвашсен тӗлӗнмелле культурипе ҫӗнӗрен савӑнатпӑр! - палӑртрĕ Пишпÿлек районӗнчи халӑхсен Ассамблейин председателӗ Наиль Гатауллин.
Районти Чӑваш канашĕн ӗҫтӑвкомӗн председателӗ Сергей Михайлов районти климат условийӗсемпе кӑткӑс ҫулта та районти ялсенче лайӑх тырпул пухнине палӑртрĕ. Ҫавӑнпа чунтан савӑнма та юрать.
Культура керменӗн директорӗ Айгуль Зиязетдинова декоративлӑ-прикладной пултарулӑх куравне хутшӑнакансене наградӑларĕ. Чӑваш наци культура уявне хастар хутшӑннӑшӑн районти Канаш Тав ҫырӑвӗсемпе Ирина Петрована (Хушăлка ялĕ), Ирина Игнатьевана (Пăслăк ялĕ), Елена Иванована (Ситек ялĕ), Светлана Гиззатуллинана (Демский), Альберт Хакимуллина, Галина Ахметована, Ирина Аглеевана тата Алена Васильевана (Пишпÿлек ялĕ), Владимир Васильева (Ситекпуç ялĕ) тата Надежда Васильевана (Кистенлĕпуç ялĕ) наградăларĕ.
Иккӗмӗш блок хӑйне евӗрлӗ: Çĕр Ашшĕпе Амӑшне çӗнӗ тырпулшӑн тата чӑвашла хӑналанӑшӑн кӗлӗ вуланинчен пуҫланчĕ. Ҫак мероприятире пулнисем пурте хӗвелтухӑҫнелле ҫаврӑнса кӗлӗ каланӑ май ҫӗнӗ тырра тата хӑйсен мӑн аслашшӗсене ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрĕç. Виҫҫӗмӗш блокра "Кĕреке ăсти" чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗсен презентацийӗ иртрӗ, вӑл вӑйӑсемпе, юрӑсемпе, ташӑсемпе черетленсе пычĕ.
Чӑвашсем хӑйсен авалхи шӗвекне тутӑпа сиплӗх пахалӑхӗсемшӗн ҫеҫ мар хаклаҫҫӗ, сăра хатӗрлесси - чӑваш халӑхӗн культура пайӗ пулнине ӗненеҫҫӗ. Чӑвашсен Канашӗн председателӗ Сергей Квинтильянович чи лайӑх сăра ӑстисене дипломсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларĕ. Жетон шучӗпе Лариса Ивановна Иванован (Пăслак ялĕ) пӗрремӗш вырӑн, иккӗмӗшӗ — Ольга Ксенофонтовна Павлован (Кистенлĕпуç ялĕ), виҫҫӗмӗшӗ - Валентина Васильевна Семенован (Пишпÿлек ялĕ).
Чаплӑ уяв вӗҫленчӗ: "Сывӑ пулӑр! Тепре тĕл пуличчен!"- пурне те ҫитес ҫул та ҫакӑн пек шайрах уява ирттерме сӑмах пачĕç.

Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Владимир Смолов.

 

Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ
Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ
Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ
Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ
Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ
Районта "Кĕр сăри" уявĕ иртрĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: