Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
21 Кӑрлач , 11:07

Пушкӑртстанри вакăсенче 37 пин ытла ҫын шыва кӗнӗ

37 пин ытла ҫын Пушкӑртстанри вакăсенче шыва кĕнĕ.

Пушкӑртстанри вакăсенче 37 пин ытла ҫын шыва кӗнӗ
Пушкӑртстанри вакăсенче 37 пин ытла ҫын шыва кӗнӗ

37 пин ытла ҫын Пушкӑртстанри вакăсенче шыва кĕнĕ. Пушкӑрт МЧСĕнче Турă шыва кĕнĕ кунăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Республикӑра 55 муниципалитет пӗрлӗхӗнче шыва кӗме 92 вырӑн йӗркеленӗ, унта 37 113 ҫын шыва кӗнӗ.
Шыва кӗрекенсенчен ытларах Уфара (7198 ҫын), Гафури районӗнче (3980 ҫын), Ишимбай районĕнче (3100 çын) шыва кӗнӗ.
"Шыва кӗмелли санкцилле мар вырӑнсене палӑртман. Ваксен ӗҫӗ пӗтнӗ. Инкек курнисем ҫук. Шыва кĕмелли вырӑнсене хатӗрлес ӗҫе йӗркелекенсене, талӑкӗпех урамра дежурит тăвакансене тата пирӗн ҫынсене хӑрушсӑрлӑх кӳрекен мӗнпур службӑна тав тӑватпăр", - палӑртнӑ ПР МЧС службинче.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

https://www.bashinform.ru/news/social/2025-01-20/v-kupelyah-bashkirii-okunulis-bolee-37-tysyach-chelovek-4089145

 

Пушкӑртстанри вакăсенче 37 пин ытла ҫын шыва кӗнӗ
Пушкӑртстанри вакăсенче 37 пин ытла ҫын шыва кӗнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас