Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Çирĕклĕре "Аван-и, Ҫӑварни!" ятлӑ халӑх уяв иртнӗ.
Ял халӑхӗ хӗлпе сывпуллашма, ҫурхи ӑшӑ кунсене кӗтсе илме килнӗ. Праҫнике шӳтлесе те пÿплесе Скоморох кулăпа пуҫланă. Ҫӑварнине чысласа, пурте пӗр харӑс вӑййа кĕнĕ. Уява вӗри икерчӗпе Кил хуҫи арӑмӗ — Ҫуркунне ҫитнӗ. Вӑл каҫару ыйтнă та пурне те "Ах, икерчӗ, икерчӗ!" вăйăсемпе конкурссене чĕннĕ. Янӑравлӑ та хастар юрӑсем пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ, халӑха савӑнтарнӑ. Унтан "Канат", "Михӗсемпе чупни", "Тӗл перекен стрелок", "Патаксем - маталкӑсем" спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Пӗтӗм праҫник Çӑварни кӗлеткине ҫунтарнипе тата "Солнцеворот" халăх вӑййипе вĕçленнĕ.
Пурте хаваслӑхпа ҫурхи кӑмӑл-туйӑмӗсемпе авӑрланнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.