Кашни халӑхӑн хӑйӗн йали-йĕркисем, хӑйӗн юррисем, юмахӗсем, вӑййисем пур. Вырӑс халӑхӗ яланах хавасланма юратнӑ, уявсене кăмăлланӑ, йӑла-йӗркесене пăхăннӑ. Ҫак кунсенче пурте илемлӗ тумланнă, хӑнана ҫӳренĕ, юрланă, ташланă. Ситекпуçĕнчи библиотекӑра халӑх вӑййисем вылямалли программа иртнӗ. Библиотекарь ачасене халӑх пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панă. Пур халӑхсем те юмахсемпе йӑпанусем, тупмалли сăмахсем, юрӑсемпе çаврăнăшсем шухӑшласа кӑларнă. Ачасем викторина заданийӗсене пурнӑҫлама хастар хутшӑннă. Мероприятие "Горелки", "Заря-зарница", "Ылтӑн хапха", "Ҫӑкӑр", "Суккӑр упа", "Кашӑксемпе йӑтса чупни" хаваслӑ вӑйӑсемпе вӗҫленнĕ. Унта хутшӑнакансем пурте питӗ нумай эмоцисем илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202344480