Пишпÿлек ял Совечӗн Алексеевка ялӗнче пурӑнакансем ял кунне паллӑ тунă. Ял ҫыннисен ҫулленхи пуҫарӑвӗ Çимĕк умӗнхи Улмуҫҫи садне пуҫтарӑнасси питӗ лайӑх йӑла пулса тӑнă. Алексеевка ялӗн кунӗ ячӗпе Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе тата кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Данилов саламланă.
Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов ҫак паллӑ пулупа саламланă, тӑван ял ырлӑхӗшӗн ӗҫре палӑрнисене наградӑланă. Ҫав каҫ сцена ҫинчен ППМИ-2026 проекта старт панă (Улмуҫҫи садне юсаса ҫӗнетме).
Каҫхине Улмуҫҫи садĕнче алӑ ҫупни чарӑнман. Стерлитамак филармонийӗн артисчӗсем ял ҫыннисене эмоцисен чӑн-чӑн уявне парнеленӗ. Сцена ӑстисен професси номерӗсем пушкӑртла, вырӑсла, тутарла тата чӑвашла янӑранӑ.
Палӑртас пулать, ял ҫыннисем хӑйсен халӑх пурӑнакан пунктне юратаҫҫӗ, хаклаҫҫӗ. Уяв умӗн сӑрт тайлӑмӗнче "Тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх сана, Тӑван çӗршыв" тесе ҫырнине ҫӗнетнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups