Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
16 Июлӗн , 12:23

Хушăлкара Петрпа Павел кунӗнче чейпе кукӑль уявӗ пулнă

Хушăлка ҫыннисем июлӗн 12-мӗшӗнче Хушăлкари Культура çуртĕнче йӑлана кӗнӗ вырӑс уявне — Петрпа Павел апостолсене асӑнмалли куна — паллӑ тунă.

Хушăлкара Петрпа Павел кунӗнче чейпе кукӑль уявӗ пулнă
Хушăлкара Петрпа Павел кунӗнче чейпе кукӑль уявӗ пулнă

Хушăлка ҫыннисем июлӗн 12-мӗшӗнче Хушăлкари Культура çуртĕнче йӑлана кӗнӗ вырӑс уявне — Петрпа Павел апостолсене асӑнмалли куна — паллӑ тунă. Ҫак кун ялти пур ҫынна та пӗрле пухнӑ чӑн-чӑн ҫемье уявӗ пулса тӑнă.

Культура çурчĕн фойинче сӗтел хатӗрленӗ, унта кашниех пӗр чашӑк техӗмлӗ курӑк чейӗпе киленме, килте пӗҫернӗ тӗрлӗ тултармӑш кукӑлӗсене тутанса пӑхма пултарнă. Кукӑльсене ялти ҫемьесемпе ял ҫыннисем пӗҫернĕ. Питӗ нумай тӗрлӗ ҫырла Галина Марковапа Алиса Нухова илсе килнĕ, чей ӗҫме техӗмлӗ курӑксем Екатерина Гурьянова, Ираида Андреева, Клара Семенова илсе килнĕ.

Сӑваплӑ апостолсен кунӗпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Мероприятие хутшӑнакансем уяв пӗлтерӗшӗ тата унпа ҫыхӑннӑ халӑх сăнанисем ҫинчен пӗр-пӗрне каласа кӑтартса историсемпе, асаилӳсемпе паллаштарнă.

Ҫакӑн пек пулӑмсем пирӗн ҫӗршывӑн культура еткерлӗхне сыхласа хӑварма пулӑшаҫҫӗ, ҫемьери ҫыхӑнусене ҫирӗплетеҫҫӗ тата вырӑнти халӑх хушшинче пӗрлӗх туйӑмне аталантараҫҫӗ. Чылай ҫамрӑк ӑрушӑн ҫакӑн пек тӗлпулусем хӑйсен халӑхӗн историйӗпе ҫывӑхрах паллашма, хӑйсене пысӑк вырӑс ҫемйин пӗр пайӗ пек туйма май пулса тӑраҫҫӗ.

Тепӗр уяв тата интереслӗрех, пуянрах пулма шантарать!

Чейпе кукӑль — халӑхӑн туслӑхӗпе пӗрлӗхӗн палли!

#праздникитрадиции
#кошелгинскийсдк

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public116068194

 

 

 

Хушăлкара Петрпа Павел кунӗнче чейпе кукӑль уявӗ пулнă
Хушăлкара Петрпа Павел кунӗнче чейпе кукӑль уявӗ пулнă
Хушăлкара Петрпа Павел кунӗнче чейпе кукӑль уявӗ пулнă
Хушăлкара Петрпа Павел кунӗнче чейпе кукӑль уявӗ пулнă
Хушăлкара Петрпа Павел кунӗнче чейпе кукӑль уявӗ пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас