Кистенлĕри Культура ҫуртӗнче чӑвашсен масмак пуҫ хатӗрне ӑсталассипе мастер-класс пĕлÿллĕ те усӑллӑ иртнӗ.
Унта хутшӑнакансене чӑваш тумӗн элеменчӗсем ҫинчен, пуҫ тумӗ мӗнле пулса кайни ҫинчен, легенда, унӑн пӗлтерӗшӗ тата мӗнле меслетсем ҫинчен каласа панă. Унта хутшӑнакансем ҫакна пӗлнĕ: масмак — хӗрарӑмсен пуҫ тумӗн пӗр пайӗ, вӑл тӗрленӗ хӑю евӗр ҫамка тата лӗпке ҫыххи. Пуҫелӗк ҫинчи тӗрӗсем уйӑх, хӗвел, ҫӑлтӑрсем куҫнине тата пурнӑҫ ҫаврӑмне пӗлтернӗ.
Унта хутшӑнакансем масмака хӑйсен аллипе ӑсталаса пӑхнă. Вӗсем хатӗрленӗ хӑюсем ҫине чӑваш тӗррин элеменчӗсен тӗррисемпе тӗрлӗ тӗслӗ шӑрҫасемпе укҫасем ҫӗлесе хунӑ.
#УфаМКРБ#УфаРЦНТ
#ДеньНациональногоКостюма
#Мой_национальный_костюм
#ҡоролтай
#ВсемирныйКурултайБашкир
#МиллиКейем2025
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.