Çирĕклĕ клубӗнче «Нано-пăйма» фольклор программи иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем Раштавран пуҫласа Кăшарниччен Ҫветкесем тӑсӑлнине, Ҫветкесем вăхăтĕнче яланах юмӑҫ пӑхнине пӗлнӗ. Паян Кӑшарни юмӑҫ пӑхнине ӗненни мар, йӑла-йӗркене пӑхӑнни, аваллӑх атмосфери тата фольклор еткерне сӗртӗнме май пурри. Ку йӑла-йӗркесем халӑх культурин пӗр пайӗ пек упранса юлнӑ — шӳт-кулӑпа, юрӑпа тата ҫӑмӑл мистикӑпа.
Мероприятие хутшӑнакансем ку çул кашнине мӗн кӗтнине пӗлме тӑрӑшнă, ҫуртапа, ӑвӑспа, кӗнекепе, пăймапа тата мӗлкепе усӑ курса телейпе пуянлӑх пирки юмӑҫ пӑхнă. Малашлӑха пĕлме, хаклӑ хутаҫран черетпе тӗлӗнтермӗш япаласем туртса кӑларса савӑнӑҫлӑ юмӑҫ пӑхнă. Мероприятие хутшӑнакансем юмӑҫ пӑхмалли пур меслете те тĕрĕслесе пӑхма пултарнă. Уяв чуна илӗртекен атмосферӑра интереслӗ иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.