Халӑх йӑли-йӗркипе Раштавран пуҫласа Кӑшарни уявӗччен Руҫре юмӑҫ пӑхма йышӑннӑ.
Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Ҫветки юмӑҫĕ» каҫне хутшӑнакансем юмӑҫ пӑхнин историйӗпе йӑли-йӗркипе паллашнă. Çветке вӑхӑтне «çветки каҫĕсем» (кӑрлачӑн 7-13-мӗшӗсенче) – хаваслӑ, кулӑшла юмӑҫсем валли; «хӑрушӑ каҫсем» (кӑрлачӑн 14-19-мӗшӗсенче) — хӑрушӑ тата теветкел юмăçсем валли пулнă. Юмăç пăхнине чи «шанчӑклӑ» тесе вара Васильев каçне кăрлачăн 14-мӗшӗн умĕнхи каҫа, урӑхла каласан, кивӗ Ҫӗнӗ ҫул умĕн пӑхнине шутланă. Çветке юмӑҫĕсем ӑруран-ӑрӑва куҫнӑ.
Юмăç каçне хутшăнакансем тӑванĕсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хăйсен килĕнче ирттермелли юмӑҫсен тӗрлӗ меслечӗсем çинчен пӗлнĕ, хăйсем те юмӑҫ пӑхма хӑтланса пӑхнă. Кӗнеке тӑрӑх, рис пӗрчисем, атӑ-пушмак, пуленкесем, ӑвӑс ҫинче юмӑҫ пӑхнӑ. Ара, хӗрсене яланах ҫакӑн пек юмӑҫ меслечӗ илӗртнӗ-ҫке, шывра тухнӑ кӑткӑс кӗлеткесене пӑхса, вӗсем санӑн пуласлӑхна пӗлтернĕ-çке.
Каҫ интереслӗ те илӗртӳллӗ иртнӗ. Ачасем хӑйсен пулас шӑпи ҫинчен юмӑҫ пӑхнӑ чухне чылай лайӑх хурав илме питӗ хавас пулнă.
#СвяткиКалядки
#Традиции_обряды
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.