Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
24 Нарӑсӑн , 12:03

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă

Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ тӗп площадьре иртнӗ йӑлана кӗнӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшӑннӑ.

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă

 

Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ тӗп площадьре иртнӗ йӑлана кӗнӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшӑннӑ. Пур ӳсӗмри ачасем валли те илӗртӳллӗ те хаваслӑ вӑйӑсем хатӗрленӗ, чӑн-чӑн халӑх уявӗн атмосферине йӗркеленĕ.

Ачасем валли тӗрлӗ вӑйӑ вылямалли площадкӑсем пулнă: «Кӗвентепе витрере юра куҫарасси», «Çăмата кам инçерех пӑрахӗ?», «Кашăк çине çăмарта хурса чупасси».

Хутшӑнакансем пӗр-пӗринпе хаваслӑ ӑмӑртса, лайӑх эмоцисемпе авӑрланса процеса хастар хутшӑннă.

Уяв хӗлпе сывпуллашмалли йӑлапа вӗҫленнӗ — ҫуркунне пуҫламӑшӗн паллине Ҫӑварнине символла катемпие ҫунтарнă. Ҫак пулӑм ачасене халӑх йӑли-йӗркине ӑша хывма, ҫӗнӗ сезона хатӗрленме май панӑ.

Кашни ача пылак парне тата кун тăршшĕпе лайӑх кӑмӑл илнӗ. Чаплӑ уявшӑн пур хутшӑнакана та, йӗркелӳҫӗсене те тав тӑватпӑр!

Ҫапла вара çав кун ачасемпе аслисене халӑх культурипе йӑли-йӗркипе пӗрлештерекен ҫутӑ пулӑм пулса тӑнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public144264663

 

 

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗ Çăварни халӑх уявне хастар хутшăннă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас