Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
24 Нарӑсӑн , 12:10

Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ

Мелеспуçĕнче «Ҫӑварни ялта» халӑх шавлӑ уҫӑлса ҫӳрени иртнӗ.

Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ

Мелеспуçĕнче «Ҫӑварни ялта» халӑх шавлӑ уҫӑлса ҫӳрени иртнӗ. Хаваслӑ та туслӑ пулнă!

Хастар вӑйӑсемпе конкурссем пурне те пухнă. Ҫынсем ӑмӑртнӑ, кулнӑ, пӗр-пӗрин ҫӗнтерӗвӗшӗн савӑннӑ. Уяв вӗҫӗнче алла-аллӑн тытӑнса ташланă тата хӗлпе сывпуллашнине, ҫуркуннене кӗтсе илнине пӗлтернĕ катемпие ҫунтарса янă.

Анчах чи интересли клубра кӗтнӗ: тутлӑ икерчӗ тутанса пӑхасси. Ӑстасем пур тӗрлӗ икерчӗпе сӑйланӑ, уйрӑмах паланли килĕшнĕ. Тутлӑ шӑршлӑ чей ĕçесси чӗресемпе чунсене ӑшӑтнă.

#Масленица2026#МалоМенеузовскийСК

Сăнÿкерчĕкĕсем: Мелеспуçĕнчи клубăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club188747178

 

 

 

Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Мелеспуçĕнче Ҫӑварни уявĕ иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас