Февралĕн 22-мӗшӗнче Çирĕклӗри ял клубӗнче «Ҫăварни уявӗсем» конкурспа вӑйӑ программи хаваслӑ та хастар иртнӗ.
Ял халӑхӗ хӗлпе сывпуллашма, ҫурхи ӑшӑ кунсене кӗтсе илме килнӗ. Уява программа ертсе пыракансем шӳт-кулӑпа, каларăшпа уçнă.
Куракансемпе хутшӑнакансем ҫуркуннене «Ручеек» уяв вӑййипе хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ кӗтсе илнĕ. Ташӑсем, вӑйӑсем, халӑх вӑййисем, тӗрлӗ конкурссем Ҫӑварни ӑсатнине илем кӳнĕ, халӑх уҫӑлса ҫӳренине уйрӑмах савӑнтарнă.
Ертсе пыракансем йӑлана кӗнӗ вӑйӑ-кулӑ хатӗрленӗ, ирттернӗ: канат туртасси, ҫатма конкурсӗ, чӳлмек ҫапӑҫӑвӗ, ҫӑматӑ.
Уявра вырӑс халӑх ҫӑварни юррисем, каларӑшсем, сӑвӑсем, такмаксем янӑранă.
Уява хутшӑнакансем «Вӑйӑ картинче икерче пар», «Икерчĕ пĕçеретпĕр», «Ай, Ҫăварни паровозӗ» вӑйӑ картисем çавăрнă.
Юлашкинчен пурте тутлӑ та кӑпӑшка икерчӗ вӗри чейпе кӑмӑлтан ҫинĕ. Унтан Ҫӑварни катемпи ҫуннине, йывӑрлӑхсемпе чирсене хӑйпе пӗрле илсе кайнине савӑнса сӑнанă. Уяв пурне те сывлӑх, ырлӑх, тулли шывлӑ ҫуркунне, ӑшӑ ҫу тата тухӑҫлӑ кӗркунне ырӑ сунса вӗҫленнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклӗ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.