Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
1 Апрелӗн , 11:14

Вырӑс культурин фольклор ҫӑлкуҫӗсем

Михайловкӑри Культура çуртĕнче  вырӑс фольклорӗн пуянлӑхӗпе хӑйне евӗрлӗхне халалланӑ ҫутӑ та пӗлӳллĕ тематика программи иртнӗ.

Вырӑс культурин фольклор ҫӑлкуҫӗсем
Вырӑс культурин фольклор ҫӑлкуҫӗсем

Михайловкӑри Культура çуртĕнче «Пушкин картти» ҫамрӑксен программи шайӗнче вырӑс фольклорӗн пуянлӑхӗпе хӑйне евӗрлӗхне халалланӑ ҫутӑ та пӗлӳллĕ тематика программи иртнӗ.

Мероприяти хӑнисем халӑх йӑли-йӗркин атмосферине путнă, вырӑс культурин никĕсĕсемпе паллашнă, авалхи юрӑсене, ваттисен сӑмахӗсене, каларӑшсене итленĕ. Хутшӑнакансем итленӗ кӑна мар, хӑйсем те ӗҫ-пуҫӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ: халӑх вӑййисене вӗреннӗ, хӑйсене йӑлана кӗнӗ ремесласенче тӗрӗслесе пӑхнӑ, шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарнӑ.

Ҫакӑн пек тӗлпулусем ҫамрӑксене хӑйсен тымарӗсене лайӑхрах ӑнланма, ӑрусен ҫыхӑнӑвне туйма, тӑван культура илемне ăнкарма пулӑшаҫҫӗ. Эпир ҫак куна пирӗнпе ирттернисене пурне те тав тӑватпӑр, «Пушкин картти» тӑрӑх ҫӗнӗ мероприятисене чӗнетпӗр!

 

#ПушкинскаяКарта #Молодёжь #Фольклор #РусскаяКультура #МихайловскийСДК #Традиции

Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкӑри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club48252982

 

 

 

 

Вырӑс культурин фольклор ҫӑлкуҫӗсем
Вырӑс культурин фольклор ҫӑлкуҫӗсем
Вырӑс культурин фольклор ҫӑлкуҫӗсем
Вырӑс культурин фольклор ҫӑлкуҫӗсем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас