Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
24 Июнӗн 2019, 17:14

Пăслăк ялĕн пусси районти чи лайăх суха çыннисене пухнă

Июнĕн 21-мĕшĕнче Социализмла Ĕç Геройĕн Петр Васильевич Сергеевăн тăван çĕршывĕнче Пишпÿлек районĕнчи суха çыннисен фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Конкурса йĕркелекенсен заявкине районтан 16 суха çынни хуравланă. Малти вырăнсемшĕн 15, 10, 5 пин тенкĕлĕх укçан парне пулнă. Сергеевсен çемйи — Социализмла Ĕç Геройĕн несĕлĕсем ăмăртусен çĕнтерÿçи валли ятарлă парне — тĕслĕ телевизор хатĕрленĕ.

Çĕр ĕçченĕсем конкурса çинетăруллă хатĕрленнĕ. Мĕншĕн тесен анан палăртнă лаптăкне пахалăхлă сухаламалла кăна пулман, гостехнадзор инспекторĕ тракторпа акапуçĕн техника шайне те тĕрĕсленĕ. Конкурс положенийĕ тăрăх ăмăртăва хăйсен МТЗ марка тракторĕсемпе ПЛН 3-35 виçĕ корпуслă акапуçĕпе хутшăнма пултарнă.

Конкурс пуçланас умĕн Поликарпов Алексей Леонидович сухалассипе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Фестивалĕн уявла пайĕ концерт программинчен пуçланнă. Пухăннисене Пăслăкри культура çурчĕн тата Пишпÿлекри Культура керменĕн артисчĕсем саламланă. Чаплă хăнасем сцена çине тухса сăмах каланă.

Шăпа янă хыççăн çĕр ĕçченĕсем «тимĕр утсене утланнă». Сухаласа пĕтернĕ хыççăн судьясем кашни конкурсантăн ĕçне хакланă. Пăслăкри Поликарпов Алексей Леонидович пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Ахмадуллин Ханиф Хакимуллович, виççĕмĕшĕнче — Игнатьев Сергей Николаевич. Ăмăртăва хутшăннисене пурне те дипломсемпе палăртнă тата укçан преми панă.

Фестиваль пурин кăмăлне те кайнă. Вĕсем районта йăлана кĕрессе шанатпăр тата профессинчи чи пултаруллисене тупса палăртма, механизаторсен професси ăсталăхĕпе хăнăхăвĕсене ÿстерме пулăшĕç.

Сергей Иванов.
Читайте нас: