Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Июнӗн 2019, 13:26

Чи тутлă апатпа савăнтарать

Светлана Яковлева повар хуçалăх столовăйĕнче.

Тутлă пĕçерме пурте пултараймаççĕ. Кунта кирек-хăш ĕçри пекех уйрăм пултарулăх кирлĕ е ăсталăхăн вăрттăнлăхне пĕлмелле.

— Эпĕ вăхăтĕнче фермăра ĕне те сурăм, колхозра тĕрлĕ ĕçсенче те тăрăшрăм, сутма валли çăкăр та пĕçертĕм, — каласа парать Ситекпуçĕнчи ăста повар Светлана Яковлева ĕçлĕ кун-çулĕ çинчен. — Хальхи вăхăтра хамăрăн ялхуçалăх кооперативĕн столовăйĕнче плита умĕнче тăрăшатăп. Кунта чĕрĕк ĕмĕр вăй хуратăп. Кил хуçалăхне тытса пыма мана анне вĕрентнĕ. Вăлах кулинари вăрттăнлăхĕсене те уçса пачĕ.

— Çурхи ака тата тухăç пуçтарнă хĕрÿ кунсенче манăн пулăшакансем пур, — малалла каласа парать повар. — Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче вăй-хал пултăр тесен лайăх та тутлă апатланмалла. Эпир ака, курăм хатĕрленĕ тата тухăç пухнă вăхăтра ĕçченсене кунне икĕ е виçĕ хут вĕри апатпа сăйлатпăр. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш апатлă вĕри кăнтăр апачĕ хамăрăн ĕçченсем валли 40 тенкĕ, ютран килнисемшĕн 60 тенкĕ тăрать. Хăйма, сĕт, çăкăр, аш-какай — пурне те хамăр хуçалăхран илетпĕр. Çăкăр пĕçермелли ятарлă шкаф та пур пирĕн. Макаронпа кĕрпе таврашне суту-илÿ сетьĕсенче туянатпăр.

Кооперативăн столовăйĕ пысăк та çутă хуралтăра вырнаçнă, кунта 60 çын вырнаçма пултарать. Чÿрече анисем çинче курăнакан вырăнта дипломсем çакăнса тăраççĕ. С.В. Яковлевана хуçалăх руководстви, район администрацийĕ, ял хуçалăх управленийĕ Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче «Чи лайăх çăкăр» конкурса хутшăннăшăн, обществăлла апатланăва чи лайăх йĕркеленĕшĕн кашни çул дипломсемпе палăртаççĕ тата хаклă парнесем параççĕ.

Кунсерен столовăйĕнче 20 яхăн çын апатланать. Час-часах Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн студенчĕсем ял хуçалăхĕнче производство практики иртнĕ май столовăйне апатланма çÿреççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, апатлану пункчĕ пушă тăмасть, кунта яланах çын йышлă тата тутлă апатшăн чĕререн тав туса каланă ăшă сăмахсем кăна илтме пулать. Çакă, паллах, чĕрĕк ĕмĕр ылмашăнми тăрăшакан пысăк опытлă столовăй хуçин тивĕçĕ.

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: