Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Июнӗн 2019, 12:22

Пурте — утçине!

Обществăлла тата харпăр хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе валли курăм хатĕрлемелли уйăхлăх пĕлтернĕ.

Ял хуçалăхĕсенче тата харпăр хушма хуçалăхсенче çителĕклĕ курăмпа тивĕçтерес тĕллевпе район администрацин пуçлăхĕн Постановленийĕпе июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 22-мĕшĕччен курăм хатĕрлемелли уйăхлăх пĕлтернĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене пĕлтĕрхи курăмсен юлашкийĕсене шута илме, курăм хатĕрлемелли лаптăксен комисси тĕпчевне ирттерме тата курăмсен малтанлăх балансне тума сĕннĕ. Вăрман фондĕнче утă çулакан граждансен Пелепейри «Вăрман хуçалăхĕсен управленийĕ» ГКУра вăрман участокĕсене арендăна илесси çинчен килĕшÿ тумалла.
Читайте нас: