Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
1 Июлӗн 2019, 16:34

Ял çĕр ĕçченĕпе пуян

«Урожай» ООО тракторисчĕ Андрей Григорьев хăйĕн ĕçне чунтан юратать

Район агропромышленность комплексĕн ял хуçалăх производство ĕç-хĕлĕ вăхăтпа тĕрĕсленĕ тата тăван тăрăхне чĕререн юратакан ĕçченĕсем çинче тытăнса тăрать. Вĕсем питĕ ĕçчен тата сăпайлă.

— Механизаторсем çинчен каласан, чи малтан улшăнми тракториста, тÿрĕ кăмăллă ĕçчене Андрей Григорьева палăртас килет, — тет «Урожай» ООО ертÿçи Юрий Иванов. — Цифрăсем вăл пирĕн хуçалăхăн паха ĕçченĕ пулнине çирĕплетсе параççĕ. Вăл çураки кампанинче ДТ-75 тракторпа 350 гектар лаптăк çинче кĕрхи тулла апатлантарнă. Тăпрана вăрлăх хывма хатĕрленĕ. 250 гектар çинче çурхи культиваци ирттернĕ. Пĕлтĕр кĕркунне 200 гектар çинче кĕрхи суха тунă. Çуллахи лагере ĕçе хатĕрленĕ вăхăтра лайăх тăрăшнă, бульдозерпа витесене тислĕкрен тасатнă. Хальхи вăхăтра ĕне ферминче тислĕк тасатать. 47 çулхи механизатор Андрей Григорьев чĕрĕк ĕмĕр тĕрлĕ маркăллă тракторсемпе ĕçлет. Тăван ялне, çутçанталăка юратать, пулла кайма та вăхăт тупать.

— Вăтăр çул каялла Пелепейри 89-мĕш училищĕре вĕренсе тухса анлă профиллĕ тракторист-машинист удостоверенине илтĕм, — каласа парать Андрей Валентинович. — БМП водитель-механикĕ пулса танк çарĕсенче служба иртрĕм. Çартан таврăннăранпа тракторпа ĕçлетĕп. Тухăç пуçтарнă вăхăтра «Нива» комбайн çине ларатăп. Хамăн ĕçе юрататăп. Ĕçрен ытларах мăшăра Марина Игнатьевана тата Валерия хĕр пĕрчине юрататăп.

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: