«Хурт-хăмăр ĕрчетесси çинчен законпа килешÿллĕн фермерсем тата ытти ял хуçалăх предпринимателĕсем анасене пестицидсем сапас умĕн пилĕк кун маларах утарĕсем анасенчен пилĕк километр инçĕшре вырнаçнă хурт-хăмăрçăсене пĕлтермелле. Хурт-хăмăрçăсем хăйсен черечĕпе вĕллесене химикатсем сапнă зонăран илсе тухмалла е леткисене хупмалла. Хурт-хăмăрçăсене çакăн çинчен пĕлтермен информаци пур», — каласа панă «Башинформ» ИА Амир Ишемгулов.
Халĕ хурт-хăмăрçăсен вилнĕ хурчĕсене пуçтарса Россельхознадзорăн лабораторине обследованине илсе каймалла. Енчен те хуртсем анасене химикатсем сапнине пула вилнĕ пулсан, хурт-хăмăрçăсем фермерсенчен компенсаци илме пултараççĕ. Пĕр хурт çемйи — 8-9 пин тенкĕ.
Амир Ишемгуловăн сăмахĕсем тăрăх, Пушкăртстанра анасен ытларах пайне рапс — çу культури акаççĕ. Çакă пыл паракан курăк, хуртсем унăн çеçкисем çинчен пыл пуçтарма кăмăллаççĕ. Ÿсентăрана ÿстермелли технологи тăрăх рапс анисене вегетаци тапхăрĕнче тăватă хутчен пестицидсем сапаççĕ. 30 кун тăршшĕ витĕм кÿрекен препаратсем те пур, вĕсенчен хуртсем вилеççĕ.
«Пушкăртстан ял хуçалăх министерстви республикăри районсен мĕнпур администрацийĕсене хурт-хăмăрçăсене анасене химикатсем сапасси çинчен маларах пĕлтерме ыйтса çыру янă. Çавăн пекех çăкалăхсене арендăна илме тата çăка çеçке çурнă вăхăтра унта куçса кайма сĕнетпĕр. Пĕтĕм тĕнчери рынокра çăка пылĕ ытларах хакланать», — палăртнă Ишемгулов.