Кĕрхи культурăсен анисен тулса пыракан пучахĕсене майĕпен ылтăн тĕс çапать, пучахсем йывăрланса çĕр енне усăнаççĕ. Çитĕнекен çăкăр шăршийĕ те сăмсана кăтăклантарать. Тепĕр эрнерен кĕрхи тулăпа ыраша пухма пуçлама та юрать.
Республикăн Ял хуçалăх министерствин йышăнăвĕ тăрăх Пишпÿлек районĕнче ПР тухăç зонин аграрийĕсемпе наука технологийĕсемпе усă курса кĕрхи культурăсем çитĕнтерес темăпа семинар иртнĕ. Семинар Хомутовка ялĕ патĕнче вырнаçнă Калинин ячĕллĕ АП ОООн кĕрхи тулăпа ыраш пуссисем çинче иртнĕ. Мероприятине ПР Ял хуçалăх министерствин руководстви тата ертÿçисем, 11 муниципаллă районăн ял хуçалăх управленин тĕп агрономĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен, хресченпе фермер хуçалăхĕсен теп агрономĕсем, ученăйсем, район администрацин пуçлăхĕ Наиль Гатауллин хутшăннă.
Семинар-канашлăва ПР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирик Сураков ертсе пынă. Вăл кун йĕркипе паллаштарнă: наука технологийĕсемпе, тĕпчевĕсемпе усă курса кĕрхи культурăсене çитĕнтермелли, хÿтĕлемелли технологисем çинчен каласа панă. Кăçал 170 пин гектар çинче кĕрхи культурăсем путланнă. Çакă ял хуçалăх производителĕсемшĕн пысăк тăкак. Республикипе кĕрхи ырашăн элитлă вăрлăхĕн пĕр тонни 26 пин тенке çитет.
Кăçал çуркунне район территоринче 6 пин гектар ытла кĕрхи культурăсем путланнă. Вĕсене çĕнĕрен акма тивнĕ. Пирĕн аграрисен 4 пин гектар лаптăк çинчен кĕрхи культурăсен тухăçне пухмалла.
Тухăç пухма техника хатĕрлĕхĕпе тата кĕрхи культурăсен анисен характеристикипе Калинин ячĕллĕ АП ООО ертÿçи Александр Коваленко паллаштарнă. Лайăх тухăç кĕтнине — гектартан 40—50 центнер — пĕлтернĕ.
Ял хуçлăх наукисен докторĕ Рафаэль Исмагилов Пушкăртстанри кĕрхи культурăсене акса ÿстермелли агротехнологи опычĕпе паллаштарнă. Унăн шучĕпе кĕрхи культурăсем валли анасем суйласа илме пĕлмелле. Чи лайах вариант — таса çĕртме.
Никĕссен никĕсĕ вара, паллах, кĕрхи культурăсен сорчĕсем. БНИИСХ директорĕн пĕрремĕш çумĕ Анвар Шакирзянов районланă культурăсемпе ĕçлеме сĕнет. Вĕсем лайăх хĕл каçаççĕ — «Башкирская-10», «Курган», «Альбина-45». Федераллă бюджетран районланă сортсен элитлă вăрлăхне туянма валли 90 млн. тенкĕ уйăрнă.
Семинар-канашлăва блиц-ыйтăмлă «çавра сĕтел» вĕçленĕ.