Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
29 Июлӗн 2019, 13:12

ХИРСЕН ЫЛТĂННЕ — ПŸЛМЕСЕНЕ

«Марс» СПКра кĕрхи культурăсемпе урпана пухма тытăннă.

Хуçалăхра кĕрхи ырашпа тритикале 190 гектар лаптăк йышăнаççĕ. Районти ял хуçалăх управленин специалисчĕсен ĕçлĕ комиссийĕ килнĕ вăхăтра механизаторсем çурхи культурăна — урпана пухма тытăннă.

— Çанталăк тĕшĕ лайах типтĕр тесе валемсене туллин типĕтме май парать, çавăнпа тыр-пула уйрăмшарăн пухса кĕртетпĕр, — тет «Марс» СПК председателĕ Рамзиль Бадретдинов. — Пирĕн çĕрсем районăн кăнтăр-анăç пайĕнче вырнаçнă, кунта тыр-пул ыттисенчен иртерех пулса çитет. Кĕрхи ырашпа тритикалене çулнă хыççăн вăхăта сая ямасăр урпа пухма тытăнтăмăр. Ăна эпир ыттисенчен маларах акнă, çавăнпа та пĕрремĕш пухатпăр. Ыраша çаврăмне 25 центнер таранччен пухса илме шутлатпăр, урпа сахалтарах тухăç парать пулас — гектартан 20-шер центнер. Ку ана 40 гектар йышăнать. Ытти анасем çинче çурхи культура лайăхрах çитĕнчĕ.

Урпана ике агрегат çулнă. Çаксем вĕсем Сергей Ильмурзин «Мещера Е-403» хăй çÿрекен курăм пухакан комбайнпа тата Рамиль Мутигуллин МТЗ-82 тракторпа ЖВЗ-6 çакмалли çĕнĕ косилкăпа. Вăл «Нива» комбайнпа типнĕ валемсене пухнă. Механизаторсем лайăх кăмăл туйăмпа тыр-пула пухса кĕртме пуçлаççĕ — тухăçĕ савăнтарать!

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: