Çутă çул
-2 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
22 Августа 2019, 09:44

Пушкăртстанра талăк тăршшĕнче 100 пин ытла тонна тырă пухнă

Пушкăртстанри çумăрсăр ăшă çанталăк регион аграрийĕсене вырма хăвăртлăхне ÿстерме май панă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Иртнĕ талăк тăршшĕнче республикăра 54 пин гектар тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем çапнă, 100 пин ытла тонна тырă пухнă. Августăн 20-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле 677 пин тонна кĕрхи тата çурхи культурăсем пухнă, гектартан 20,2 центнер тырă тухнă, пĕлтернĕ республикăн Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.

Вырма хăвăртлăхĕпе Зианчура районĕ чи малта пырать, унта лаптăксен 37 процентне пухнă, пĕтĕмĕшле тырă çапнинче Çтерлĕ тыр-пул ĕçченĕсене çитекенсем çук, унта 44,4 пин гектар çĕнĕ тухăç пухса кĕртнĕ. Чекмагуш районĕнче анасен чи пысăк тухăçлăхне палăртнă — гектартан 37 центнер.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас