Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Сентябрӗн 2019, 17:37

Пушкăртстанри сахăр завочĕсем 1,5 млн тонна сахăр кăшманĕ ĕçлесе хатĕрлĕç

Пушкăртстанăн сахăр завочĕсем çĕнĕ тухăçăн 1,5 млн тонна сахăр кăшманне ĕçлесе хатĕрлеме планлаççĕ.

Августăн 25-мĕшĕнче хута янă «Чишма сахăрĕ» 620 пин тонна чĕр тавар хатĕрлесе хума тата ĕçлесе хатĕрлеме планлать. «Раевсахăр» — 550 пин тонна чĕр тавар, завод сентябрĕн 8-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать. Мелеузри сахăр завочĕ ĕçе сентябрĕн 15-мĕшĕнче пуçăнать тата 320 пин тонна тымар çимĕç ĕçлесе хатĕрлĕ.

Туса илнĕ продукцин шучĕ кăшманăн сахăрлăхĕнчен килет. Вăтам кăтартăва илсен 1,5 млн тонна чĕр тавартан 230 пин тонна сахăр туса илме пулать. Раççейре çулталăкне пĕр çын 24 кг сахăр çиет. 2018 çулта кашни Раççей çыннине çулталăкне 39,4 кг сахăр тивнĕ.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: