Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Сентябрӗн 2019, 15:54

Тутлă пĕçерет

Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕçлекенсем Валентина Ермолаеван апатне мухтаççĕ.—Эпĕ тахçанах тивĕçлĕ канура, анчах пулăшма ыйтсан хирĕçлейместĕп, — тет А.Н.Милютинăн хресчен хуçалăхĕн поварĕ Валентина Петровна. — Çуркуннерен пуçласа вырма вĕçлениччен столовăйĕнче кашни кун 20—40 çын таранччен апатланать. Вĕри апат ирхине тата каç çĕр ĕçченĕсем валли кăна мар, выльăх пăхакансем валли те пĕçеретĕп. Çуллахи лагерьти кĕтÿçсемпе дояркăсем те апатланаççĕ.

Валентина Ермолаева хăй те 20 çул дояркăра вăй хунă. Каярахпа 10 çул ытла шкул столовăйĕнче повар пулнă, шăпах çавăнта вăл пиллĕкмĕш разряд поварĕ пулса тăнă.

— Кĕрпе, макарон изделийĕсене, сахăр, тăвар тата çăкăр эпир лавккара туянатпăр, — каласа парать хуçалăх ертÿçи Александр Милютин. — Какайĕ хамăрăн. Çулталăк тăршшĕнче вунă пуçа яхăн ĕне выльăх пусатпăр. Валентина Петровна столовайĕнче пĕчченех ĕлкĕрет: электричество плити çинче пĕçерет, савăт-сапа çăвать тата столовăй çуртне тасалăхра тытать.

— Юрий упăшкапа пысăк хуçалăх тытатпăр, выльăх-чĕрлĕх карта тулли. Упăшка вахтăпа Çĕпĕрте ĕçлет. Татьяна хĕр ача сачĕнче воспитательте ĕçлет, çемйипе Çĕпĕрте пурăнать, икĕ мăнук ÿсет. Артем ывăл килте, манăн пĕрремĕш пулăшакан. Столовăйĕнчи ĕçе вĕçлетĕп те киле чупатăп. Унта та пурне те тăрантмалла, — ăшшăн кулать Валентина Ермолаева.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: