Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
22 Октябрӗн 2019, 16:48

Пушкăртстанри сахăр завочĕсем çур миллиона яхăн тымар çимĕç ĕçлесе кăларнă

Пушкăртстанри виçĕ сахăр завочĕ 486,5 пин тонна сахăр кăшманĕ ĕçлесе кăларнă. Паянхи кун тĕлне предприятисем 747 пин тонна тымар çимĕç хатĕрленĕ. Пушкăртстанри сахăр кăшманĕ ÿстерекен хуçалăхсем вырăнти переработчиксене туллин тивĕçтереççĕ тата чĕртавара ытти регионсене сутаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра 1,36 млн. тонна кăшман пухса илнĕ. Вăтамран илсен, тымар çимĕçсен тухăçлăхĕ гектар пуçне 362 центнер. Гектар пуçне чи пысăк вăтам тухăçлăх Буздяк районĕнче —422 центнер, Чекмагуш районĕнче — 392 центнер, Чишма тата Ермекей районĕсенче — 385 центнер.

Кăшман кăларма пуçлансан сахăр кăшманĕн пĕтĕмĕшле тухăçĕ план тăрăх 1,5 млн. тоннăпа танлашнă. Пĕлтĕрхи тухăç 1,41 млн. тонна пулнă, 2017 çулта — 1,58 млн. тонна ытла.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: