Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Ноябрӗн 2019, 15:56

Ял ĕçченĕсем уява пуçтарăнчĕç

Пирĕн районта çуллен Ялхуçалăх ĕçченĕсен кунне анлă палăртаççĕ.

Çак кун Культура керменне трактористсем, комбайнерсем, дояркăсем, зоотехниксем, пăру пăхакансем, хуçалăх ертÿçисем, фермерсем пухăнчĕç. Çурт умĕнчи лапамра пурне те СпоКсем (Тулубайри Рафис Арсланов тата Хушăлкари Юрий Григорьев) нумай пулмасть туяннă техника кĕтсе илчĕ. Ăхпуçĕнчи Сергей Трофимовăн фермер хуçалăхĕнче çитĕнтерекен чĕрĕ пулă янă шыв тултарнă савăтсем те халăха илĕртрĕç. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Киров ячĕллĕ СПК комбайнерне Александр Тихонова парнеленĕ «Нива-Шевроле» те ларатчĕ.

Районти агропромышленность комплексĕн çитĕнĕвĕсене сăнласа паракан выставкăсем чаплă та пуянччĕ. Кунта пыл, сĕт продукцийĕ, улма-çырла тата нумай ыттине тăратнăччĕ.

Ситексем «Арча» чăваш культура центрĕнче пухнă авалхи ялхуçалăх ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарма илсе килнĕ. Чи сумлă вырăнта — хăпарса пиçнĕ çăкăрсемпе купи-купипе баурсак.

Район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин пурне те чаплă уявпа саламларĕ. 2019 çулхи тăхăр уйăхри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Ырми-канми ĕçшĕн Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем, «100 лет образования РБ» медальсем илнисем чылай пулчĕç.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир Смолов.
Читайте нас: