Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
29 Ноябрӗн 2019, 19:22

Кунне виçĕ тонна яхăн сĕт суса илеççĕ

Анчах çакă юлашки тĕллев мар-ха, тата ытларах пуласса шанаççĕ

Боголюбовкăри ĕне ферминче (унта 700 пуç выльăх усрама шутлаççĕ) район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин, ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Газинур Мухаметов, ялхуçалăх управленийĕн главнăй зоотехникĕ Шайнур Лукманов хутшăннипе оперативлă канашлу иртрĕ. Ялти унчченхи «Услы» ООО панкрута тухнине пула выльăх-чĕрлĕх комплексĕ (унта 1140 пуç ĕне усрама пулать) виçĕ çула консервациленĕ кĕвĕн тăнă. Ăратлă выльăха сутма тивнĕ пулнă, ĕçлекенсем ĕçсĕр юлнă.

Кăçал çулла кунта АП Калинин ячĕллĕ ООО хуçа рульне илнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Стерлитамак районĕнчен хура-шурă ула тĕслĕ ăратлă ĕнесем илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра фермăра 270 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 167-шĕ сутаракан ĕне. Вĕсене Федор Ваченкопа Константин Смирнов скотниксем, Валерий Молчанов слесарь-оператор пăхаççĕ. Наталья Щербаковапа Екатерина Трофимова дояркăсем талăкне икĕ хут сăваççĕ. Кунне ĕне пуçне вăтамран 16,5 литр сĕт сăваççĕ. Çак кунсенче тенĕ пек аслă пĕлÿ илнĕ Антон Николаева главнăй зоотехник должнăçне илнĕ. Пухăннисем Антон Николаевича ĕçе пуçăннă ятпа саламланă, пур енĕпе те пулăшма пулнă. Ĕçсем ăнăçлă пуласса шаннине пĕлтернĕ.

Малашне фермăра ĕне шутне 700 пуçа çитерме планлаççĕ. Плансенче — асăннă комплексра пушкăрт ăратлă лаша усрасси те пур.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: