Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Декабрӗн 2019, 19:05

Ĕскĕртсене фермă çывăхне сĕтĕреççĕ

Çак кунсенче Киров ячĕллĕ ялхуçалăх кооперативĕнчи механизаторсем хирти улăм урисене сĕтпе тавар ферми çывăхне сĕтĕреççĕ.

— Çак ĕçе К-700 А тракторпа Александр Семенов, Т-150 тракторпа Сергей Федоров тата ДТ-75 тракторпа Станислав Никифоров пурнăçлаççĕ, — каласа парать хуçалăхăн тĕп инженерĕ Александр Тихонов. — Зинур Ахметов прицепщик пулса тăрăшать. Механизаторсен звени кашни кун ферма территорине 10—11 ĕскĕрт сĕтĕрсе килет.
Владимир СМОЛОВ
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: