Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Кӑрлач 2020, 15:54

Инкеке сирсе ямалла

Район администрацинче пушар хăрушсăрлăхĕпе вĕренÿ иртнĕ

Район администрацинче профилактика ушкăнĕсен – килĕрен пăхса пушар хăрушсăрлăхне пахăннине тĕрĕслесе çÿрекен ушкăнсен — ертÿçисен вернĕвĕ иртнĕ.
Пелепейри районсем хушшинчи ОНД тата ПР начальникĕ Алексей Данилов килĕрен тĕрĕслесе çÿренин теп тĕллевĕ халăха информаци парасси тесе палăртса хăварнă. Вăл пушар профилактикин ыйтавĕсем çинче уйрăм чарăнса тăнă. 68-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Сергей Терентьев пушар дружинисен мобиллĕхĕ, вĕсене вĕрентесси, тренировкăсем ирттересси пирки каланă.
Район администрацинчи МП тата ГОЧС секторĕн начальникĕ Виталий Сергеев килĕрен тĕрĕслесе çÿренĕ чух мĕнле документаци илсе пымалли, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе вĕрентмелли мĕнпур формăсем çинчен каласа панă.
Район администрацинчи МП тата ГОЧС секторĕн тĕп специалисчĕ Николай Чернов автономлă пушар извещателĕсем лартни пушартан сыхланмалли паллă хатĕр пулни пирки аса илтернĕ.
Район администраци пуçлăхен кадрсем тата социаллă ыйтусем тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Артур Зарипов семинара пĕтĕмлетнĕ.
Район администрацинчи МП тата ГОЧС секторĕ аса илтерет – çурт-йĕрте пушар тухни пысăк инкек. Хăрушсарлăх пирки кашни хăй явап тытмалла.
Çавăнпа та чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан кирек хăш мобиллĕ оператортан 101 (пушар сыхлавĕ), 102 (полици), 103 (васкавлă медицина пулăшăвĕ), 104 (газ служби), 112 (пĕрлĕхлĕ диспетчер служби – ЕДДС) шăнкăравламалла.
Читайте нас: