Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Кӑрлач 2020, 11:20

Техника юсаççĕ

Калинин ячĕллĕ АП ООО механизаторĕсем ялхуçалăх техникине çĕнĕ сезона хатĕрлеççĕ.

Агропромышленность предприятин ăшă юсав мастерскойĕсенче тракторсене, ялхуçалăх машинисене çĕне ялхуçалăх сезонĕн çураки тата вырма ĕçĕсене ирттерме хатĕрлеççĕ.
— Хальхи вăхăтра 6 комбайна юсаса пĕтеретпĕр, — каласа парать Калинин ячĕллĕ АП ООО 3-мĕш тата 4-мĕш бригада управляющийĕ Гульнафис Гафиева. — Çывăх вăхăтра тата тепĕр 6 комбайна юсама пуçлатпăр. Халĕ пĕр комбайна, Т-150 тата МТЗ-82 кустăрмаллă тракторсене тĕпрен юсамалла. Запас пайĕсем пур, ĕçле кăна. Эпир çĕнĕ техника та туянатпăр.
Ялхуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕпе Виталий Ерофеевпа мастерскойĕнче пулнă кун унта ĕç пыратчĕ. Кунта 13 комбайна, Т-150 тата К-744 çичшер трактора, тĕрлĕ модификациллĕ кустăрмаллă 5 трактора хĕллене упранма лартнă.
Мартăн 15-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм техника хатĕрлĕх ретĕнче тăмалла. Гульнафис Ягафаровна каланă тăрăх, çак задачăна пурнăçлас шанăç пур.
Юсав ĕçĕсене опытлă механизаторсем илсе пыраççĕ — Василий Степанов, Венер Заляев, Анатолий Степанов, Альберт Кашапов, Владимир Русов, Альфир Мухтаруллин, Александр Пекин, Юрий Мартынов, Рамиль Сафин, Ильнур Гайнутдинов, Денис Фролов. Александр Новиковпа Алексей Васильев инженерсем запас пайсемпе тивĕçтереççĕ. Хуçалăхра лайăх сортлă вăрлăх çителĕклĕ. Февральтен минераллă удобрени турттарма пуçлаççĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: