Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Кӑрлач 2020, 15:50

Кăçал пахчасенче мĕн ÿстеретпĕр?

Çак ыйту кашни ял çыннине тахçантанпах канăç памасть.

Паян-ыран кашни пахчаçăн черетлĕ пахча-сад сезонĕ уçма хатĕр пулмалла. Çакăн валли чи малтан кондициллĕ, сортлă, тĕрĕсленнĕ вăрлăхсем кирлĕ.
— Районти вăрлăх инспекцине килсен, тĕрĕс суйлав тăватăр, — шантарса калать вăрлăх инспекцин специалисчĕ Марьям Ганиева. — Яланах тĕрĕсленĕ, шанчăклă вăрлăх туянмалла. Çак кунсенче чечексемпе пахчаçимĕç культурисен вăрлăхĕсене илсе килчĕç. Пилĕк сортлă сухан вăрлăхĕ, нумай çул ÿсекен курăк (люцерна, кострец, эспарцет) вăрлăхĕ пур. Сахăр кăшманĕн, çурма сахăр кăшманĕн («Милана», «Розовый»), выльăх кăшманĕн тата ыттине пирĕн патра туянма пулать.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: